Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклес, интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата вĕренÿ институчĕ 2016 çулхи раштав уйăхĕнче Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадине ирттерчĕç.
Интернет олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7-9 классенче вĕренекен 831 ача хутшăнчĕ. Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Ульяновск, Самара облаçĕсенчен 112 ача пулчĕ.
Пирĕн шкул ачисем те ку олимпиадăна активлă хутшăнчĕç. 7А класра вĕренекенсем олимпиада призерĕсем пулса тăчĕç (вĕрентекенĕсем – Казакова Н.П., Краснова Н.К.).
Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади ăнăçлă иртнине палăртас, ачасемшĕн те вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулнине шанас килет.
Олимпиадăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин дипломĕсемпе чысларĕç. Олимпиадăна хутшăнакан кашни ачана Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сертификатне пачĕç. |