Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмалла. Чăваш чĕлхи ламран лама куçса пырсан çеç, тин çуралнă пепкешĕн тăван сасă пулса тĕвĕленсен çеç малалла аталанать. Апла пулсан, чăваш чĕлхине çĕклесси, вăй-хăват кĕртесси такамран мар, хамăртанах килет.
Хаклă туссем! Чăвашла шăкăл-шăкăл калаçса, шăнкăр-шăнкăр юрласа, тăпăр-тăпăр ташласа ăна малалла аталантарар, чĕрĕлĕх парар! Юратнă чĕлхе вăй-хăватлантăрччĕ, унăн чĕрĕ тымарĕ нихăçан та ан хăртăрччĕ. Çапла пултăрччĕ! |